Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

«Пӑва ҫулӗ ҫинче» романӑн ырӑ кун-ҫулӗ

Алексей Филиппович Талвир ҫак романа 1954 ҫулта чӑвашла пӗрремӗш хут пичетлесе кӑлариччен те тӑван литературӑра пайтах вӑй хурса ӗҫленӗ. 1909 ҫулта Патӑрьелӗнчи чухӑн хресчен кил-йышӗнче ҫуралса ӳснӗскер, пулас писатель таврари пурнӑҫа лайӑх сӑнанӑ, тӑван халӑхӑн хуйхи-суйхине те, савӑк ӗмӗчӗсене те чӗре ҫывӑхне илсе ҫитӗннӗ, халӑхӑн шухӑш-кӑмӑлне ачаранах ҫивӗч туйнӑ, унӑн кулленхи историйӗнчи хӑватлӑ эпизодсене ӗмӗрлӗхех асӗнче хӑварма тӑрӑшнӑ. Талвирӑн пӗрремӗш илемлӗ произведенийӗ 1929 ҫултах, вӑл Мускаври университетра вӗреннӗ кунсенчех, тухнӑ — ку «Ҫивӗ хӗлле» ятлӑ калав пулнӑ. Мускаври «Гудок», «Комсомольская правда» хаҫатсенче, Чӑваш ҫӗрӗнче «Чӑваш коммуни» хаҫатра корреспондент пулса ӗҫленӗ май, Алексей Талвир хӑйӗн ҫырас ӑсталӑхне туптасах пынӑ, кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке кӑларса тӑнӑ. 1931 ҫулта Мускаври Тӗп издательствӑра унӑн «Йӑнӑш» ятлӑ повеҫӗ, 1933 ҫулта Илемлӗ литературӑ издательствинче «Паттӑр ял ҫыннисем» повеҫӗ пичетленсе тухнӑ. Чӑваш государствӑ издательствинче Талвир ҫырнӑ кӗнекесем — 1948 ҫулта «Харсӑр ҫынсем» ятлӑ калавсен пуххи, 1950 ҫулта «Манӑн завод», 1952 ҫулта «Эсӗ инженер пулатӑн» повеҫсем — пичетленсе тухрӗҫ. Нумай пулмасть унӑн Мускавра «Живая ветка» сборникӗ, Шупашкарта «Никӗс» романӗ пичетленсе тухрӗҫ (1965 ҫ.).

Алексей Талвир писателӗн чапне хамӑр ҫӗршывра та, чикӗ леш енче те «Пӑва ҫулӗ ҫинче» роман сарчӗ. Ҫавӑнпа пӗрлех ку роман чӑваш литературин вӑй-хӑватне те лайӑх кӑтартса пачӗ. Пирӗн литературӑра нумай-нумай писательсен пултарулӑхне пула прозӑ социализмлӑ реализм ҫулӗпе анлӑн аталана пуҫлани, тӑван литературӑра халӑх сӑмахлӑхӗн пуян традицийӗсемпе писатель туллин усӑ курма пӗлни Талвира та ҫак романа ҫырмашкӑн лайӑх майсем кӳнӗ.

«Пӑва ҫулӗ ҫинче» романӑн чи паха енӗ — писатель пурнӑҫ чӑнлӑхне тӗрӗс, ӗненмелле те витӗмлӗ, нацилле колоритпа сӑнласа кӑтӑртнинче. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ку кӗнеке социализмлӑ реализм меслечӗпе А. М. Горький ҫырнӑ «Манӑн университетсем» тата «Ача чухнехи» произведенийӗсене автобиографилле повеҫ жанрӗн уйрӑмлӑхӗсем енчен кӑна мар, шухӑш витӗмлӗхӗпе те ҫывӑх тӑрать. Алексей Талвир вырӑссен аслӑ писателӗнчен ҫыру ӑсталӑхӗпе пӗрлех иртнӗ пурнӑҫ ҫине мӗнле пӑхмаллине те, писателӗн гуманизмла вӑй-хӑвачӗпе оптимизмне те вӗренсе илнӗн туйӑнать. Чӑваш писателӗсенчен пӗр Талвир ҫеҫ мар, ыттисем те, сӑмахран, Трубина Мархви, Хумма Ҫеменӗ, С. Элкер, Уйӑп Мишши, харпӑр хӑй ачалӑхӗпе ҫыханнӑ автобиографилле повеҫсем ҫырнӑ чухне Макҫим Горькин пархатарлӑ тӗслӗхне умра курса тӑнӑ ӗнтӗ. Ҫав вӑхӑтрах кӗҫӗнрех чӑваш писателӗсем ку жанрпа ӗҫленӗ чухне аслӑраххисенчен те вӗренсе пынӑ. Чӑвӑш писателӗсем ачалӑх кунӗсене аса илсе ҫырни автобиографилле произведени кӑна мар, чӑн-чӑн илемлӗ произведени пулса тӑни пуринчен лайӑхрах Алексей Талвирӑн «Пӑва ҫулӗ ҫпачс-> романӗнчен курӑнать. Ҫакна асӑрхаттарса ӗнтӗ Александр Фадеев роман вырӑсла пичетленсе тухсанах ӑна ытти паллӑ писательсен — Гладковӑн, Смирновӑн, Каверинӑн, Упитӑн, Рыбакӑн биографилле тата историлле илемлӗ произведенийӗсемпе юнашар ырласа асӑнать («Литературная газета», 112—114 №№, 1955 ҫ., сентябрь).

Николай Тихонов СССР Писателӗсен союзӗн правленийӗн IV пленумӗнче тунӑ докладӗнче пролетарилле революцире халӑх ҫӗнтернине тӗплӗн, нацилле хӑйне евӗрлӗхпе кӑтартса паракансен шутне А. Толстой, М. Шолохов, А. Фадеев, В. Лацис, П. Тычина, М. Рыльский, С. Вургун, С. Щипачев, Г. Гулям, С. Чиковани, С. Муканов тата ытти писательсемпе пӗрле Алексей Талвира та кӗртнӗ.

Алексей Талвирӑн «Пӑва ҫулӗ ҫинче» романӗ пирки Мускаври хаҫатсемпе журналсенче Сергей Баруздин, Е. Городецкая, В. Василевский ҫырнӑ статьясем пичетленчӗҫ, вӗсен авторӗсем пурте чӑваш писателӗн кӗнекине ырларӗҫ.

Тӗслӗхрен, Сергей Баруздин ҫапла ҫырать: «Авторӗ «эпӗ» тесе каласа пыни кӗнекере чӑн пурнӑҫри пек, чӗререн, пӗр суеҫтерӳсӗр илтӗнет те, ирӗксӗрех ҫакна ӗненме тытӑнатӑн: ху курса-чӑтса ирттерни ҫинчен ҫеҫ кунашкал ҫырма пулать. Ҫавӑнпа пӗрлех А. Талвирӑн повеҫӗ хӑйӗн пӗлтерӗшӗпе паха, илемлӗ автобиографи картӗнчен те иртет. «Пӑва ҫулӗ ҫинче» — халӑх кун-ҫулӗ ҫинчен, унӑн чӑн-чӑн телей ҫулӗсем ҫинчен калакан повеҫ — А. Талвир хӑй тарӑн психологилле ӳкерчӗк ӑсти пулнине кӑтартать. Хӑйӗн геройӗсен ӑшне пӗлсе кӗрсе, характерсене сӑнлама тӗрӗс те ҫав тери витӗмлӗ детальсем тупса, вӑл вулакана пысӑк пӗтӗмлетӳ патне илсе пырать. Халӑхӑн ӑнланулӑхӗ ӳсни — анӑ мӗн, ахӑртнех, писателӗн шухӑшне ҫавӑрттарать тата повеҫӗн тӗп темине палӑртса хурать» («Литературная газета», 1000 №, 1955 ҫ., август).

«Алексей Талвир кӗскен те тарӑн шухӑшлӑ ҫырма пӗлет. Ун пӗр пӗчӗк ӳкерчӗкӗнчех пластикӑ нумай», — тесе ҫырать тепӗр критик Е. Городецкая «Новый мир» журналта (1955 ҫ., 2 №).

«Дружба народов» журналта (1955 ҫ., 2 №) тухнӑ «Реализмлӑ деталь терӗслӗхӗ» рецензийӗнче В. Василевский пирӗн хисеплӗ писателе илемлӗ деталь ӑсти тесе хаклать: «Такое умелюе применение реалистической детали позволило Талвиру достигнуть высокого, благородного лаконизма, экономии словесных средств и одиовременно насытить эпизюд глубоким социальным смыслом», — тесе ҫырать. Вӑлах А. Талвир кӗнекинчи хӑш-пӗр ӑнӑҫлах пулайман художествӑллӑ детальсене те илсе кӑтартать. Паллах, ҫак пӗтӗмӗшле паха кӗнекен малтанхи кӑларӑмӗнче ун пек вырӑнсем те пулман теме ҫук ӗнтӗ. Сӑмахран, пӗчӗк Сантӑр хӑйне ашшӗ панӑ салтак ботинкине «штиблетсем» тени те тӳрех ӗненмелле мар пек, ҫав ачан пуплевӗшӗ килӗшӳсӗр пек туйӑнатчӗ. Романӑн ытти кӑларӑмӗсенче (вӑл тӗрлӗ халӑх чӗлхипе мӗн пурӗ вун ҫичӗ хут пичетленсе тухнӑ!) критиксен кӑтартавӗсене автор шута илме тӑрӑшнӑ.

А. Талвир романне вырӑсла (массӑллӑ тиражпа ултӑ хут), украинла, молдаванла, грузинла, белорусла, марилле, тутарла, удмуртла тата Литва халӑхӗн чӗлхипе пичетлесе кӑларнӑ. Унсӑр пуҫне, «Пӑва ҫулӗ ҫинче» роман пӑлхарла та пичетленнӗ. Паллах, ҫакӑн пек ӑмсанмалла шӑпа пур писателӗн кӗнекине те тухмасть. Ҫыраканӗн активлӑхӗсӗр пуҫне, кунта произведенири тӗп идейӑпа илемлӗх майӗсем тӗрлӗ халӑхшӑн тӑванла, чӗрене тивмелле пулмалла, интернационализм туйӑмӗпе вӗресе тӑмалла; ун пек чухне тин произведение кашни халӑх хӑйӗн кун-ҫулӗн илемлӗ ӳкерчӗкӗ тӗре йышӑнать. «Пӑва ҫулӗ ҫинче» роман пирки ытти ҫӗршывсенчен янӑ ҫырусем ҫак шухӑша ҫирӗплетеҫҫӗ те ӗнтӗ.

А. Талвир романӗ Болгарире 1958 ҫулта пичетленсе тухсанах, ун ҫинчен пӑлхарла темиҫе рецензи пулнӑ. Кунта, тӗслӗхрен, пӑлхарла тухнӑ «Пӑва ҫулӗ ҫинче» кӗнекен Георгий Караславов ҫырнӑ умстатйине, Веселин Величко «Литературен фронт» хаҫатра пичетленӗ пысӑк рецензине тата «Народна культура» журналта тухнӑ статьяна асӑнса хӑварас килет. Пӑлхар вулаканӗсемпе писателӗсем «Пӑва ҫулӗ ҫинче» романа чӗререн хапӑл турӗҫ.

Болгари ҫарӗнчи боецсен ячӗпе Жеко Георгилев Пехливанов «Пӑва ҫулӗ ҫинче» кӗнекен малалли пулать-и тесе ыйтать. «Пӗрремӗш пайӗ боецсене питӗ килӗшрӗ. Вӗсем ҫак кӗнекене кану вӑхӑтӗнче ҫав тери кӑсӑкланса вуларӗҫ», — тет.

Чехословакинчен И. Щадей ҫак романа вуланӑ хыҫҫӑн ҫӗкленнӗ кӑмӑлне ятарласа ҫырнӑ рецензире пӗлтерет, ун статйи «Ялав» журналӑн 1958 ҫулхи 6-мӗш номерӗнче пичетленнӗччӗ. Ҫак тӑванла ҫӗршывранах Ф. Иванчов «Пӑва ҫулӗ ҫунче» роман мӗншӗн чуна туртнине, мӗнле хумхантарнине палӑртса ҫапла ҫырать: «Ҫак кӗнекере автор хӑй халӑхӗн пурнӑҫӗпе йӑли-йӗркине тӗплӗн пӗлни, иртнӗ пурнӑҫ тертне, ҫухату хуйхи-суйхине тата кил-йышри йывӑрлӑхсене пурне те хӑй тӳссе ирттерни сисӗнет. Ҫакна пӗтӗмпех чӗре витӗр кӑларса кӗнекере чӗртсе кӑтартнӑ; вулакан вара хӑй вӑйлӑ эпизодсене куракан тата вӗсене хутшӑнакан пулать, Ухик матрос, Лука, Пожеданов ҫынсем евӗрлӗ тӗрӗс-тӗкел, ырӑ характерсемпе паллашать».

Алексей Талвирӑн, ҫавӑн пекех Петӗр Хусанкайпа ытти писательсен пӑлхар халӑхӗпе чӑвашсем хушшинчи туслӑха малалла аталантарас тӗлӗшпе тунӑ ӗҫе чаплӑ пӑлхар писателӗ тата обществӑ деятелӗ Ангел Тюдоров хӑйӗн «Авалхи тӑвансем» ятлӑ статйинче питӗ пысӑка хурса хаклать («Септември» журнал, 1958 ҫ., 5-мӗш №).

Ҫапла ӗнтӗ, Алексей Талвир писатель ячӗ халӗ хамӑр ҫӗршывра кӑна мар, ытти чылай ҫӗршывсенче те паллӑ ят пулса тӑни нимрен ытла «Пӑва ҫулӗ ҫинче» романӑн ырӑ кун-ҫулӗпе ҫыхӑннӑ. Чӑн та, ҫак романа пӗрре вулама тытӑнсан чарӑнас та килмест, мӗншӗн тесен унӑн геройӗсен шӑпи вулакана хытӑ хумхантарать.

Романӑн тӗп геройӗ — Лукка тимерҫӗ ывӑлӗ Сантӑр — шухӑшлани, курни-илтни, ун пурнӑҫӗнчи мӗн пур ӗҫсемпе событисем пирӗнпе хамӑрпа пулса иртнӗн туйӑнаҫҫӗ, вӗсем пирӗншӗн ҫав тери ҫывӑх, Ҫакӑнта ӗнтӗ типлӑ сӑнарӑн реализмлӑ вӑйӗ, ҫакӑнта писателӗн ӑсталӑхӗ! Аса илер-ха кӗскен: мӗнле пысӑк событисем пулса иртеҫҫӗ Сантӑр куҫӗ умӗнчех. Ҫичӗ ҫула ҫитиччен Сантӑрӑн тавра курӑмӗ анлах мар-ха, вӑл хӑйне, пӗчӗкскерне, ашшӗ кӑмака ҫине кӑкара-кӑкара хӑварса татӑк ҫӑкӑр тупассишӗн тимӗрҫӗ лаҫҫине ӗҫлеме кайнине тата ӑна, хытӑ йӗрекенскерне, амӑшӗ ачашланине кӑна астӑвать.

Акӑ ҫиччӗри Сантӑр амӑшӗпе пӗрле пӗрремӗш хут тырӑ вырма тухнӑ, халӗ ӗнтӗ вӑл ӑнлануллӑ ача; Савик хуҫа хӗрӗ Зоя вӗсен ани патӗнче чарӑнса тӑни Сантӑра шухӑша ярать: «Эпӗ те шкулта вӗренетӗп пек. Ялти шкул хыҫҫӑн эпӗ те хулана каятӑп пек...» Анчах ку хитре ӗмӗт капӑр хӗр кайсанах сирӗлет. Сантӑр хулара вӗренме тивӗҫлӗ пуличчен пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи, февральти революци, Октябрьти социализмлӑ революци пулса иртеҫҫӗ. Сантӑр ялти шкулта вӗреннӗ вӑхӑтра пуп ирсӗрленнине, ялти социаллӑ танмарлӑха, ҫивӗч клас кӗрешӗвне курать; ашшӗ салтакра чухне Сантӑр хӑй ӗҫлесе хӑшкӑлать, анчах, пӗчӗк пулин те, пӗр самантлӑха та амӑшӗ сӗчӗпе ӗмсе илнӗ ырӑ ҫын туйӑм-сисӗмне, этем тивӗҫне манмасть. Ахмар кил-йышӗшӗн вырӑс рабочийӗ-ревшюционерӗпе, Андрей Павлович Широковпа, паллашни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Хастар Андрей Павлович, хӑй кунта ссылкӑра пурӑннӑ пулин те, чӑваш ӗҫ хресченӗсемпе ал ӑстисем хушшинче революцилле идейӑсене сарас енӗпе, большевиксен партийӗн палитикине ӑнлантарса парас тӗлӗшпе пикенсех ӗҫлет. Ӑна Сантӑр тӳрех юратса пӑрахать: «Ытла ырӑ кӑмӑллӑ ҫын вал», — тет Сантӑр, ашшӗпе Андрей Павлович пурнӑҫри йывӑрлӑхсене ҫӗнтересҫи ҫинчен калаҫнине ҫӗрӗ-ҫӗрӗпех куҫ хупмасӑр итлесе выртнӑ май. Куланай пухма килнӗ уретник Сантӑр ӑслашшӗнчен мӑшкӑлланине, унӑн яппун варҫинченех илсе килнӗ хаклӑ аттине парӑмшӑн туртса илнине Андрей Павлович лӑпкӑн сӑнаса тӑраймасть, патша тӳри-шарипе пуян-куштансене хирӗҫ тӑрать, ҫавӑншӑн ӑна хӑйне тытса каяҫҫӗ. Сантӑр хӑлхинче ашшӗ каланӑ сӑмахсем кӑна юлаҫҫӗ: «Пирӗн хута кӗрсех ҫакланчӗ».

Романра Пӑва таврашӗнчи ҫӗрме пуянсен — Савикӗн, Ильпӑрасӑн, Байдуганӑн, Керимӑн — ирсӗр ултавлӑ ӗҫӗсене, вӗсен ҫӑткӑнлӑхне, хресченсене вӗсем этем вырӑнне хумасӑр пусмӑрланине, революци хыҫҫӑн тимех ҫак халӑх тӑшманӗсен шӑпи тулнине лайӑх, динамикӑллӑ эпизодсенче кӑтартса панӑ. Савик евӗр ҫӑткӑнсем Столыпин реформипе усӑ курса хуторсене уйӑрӑлнӑ чухне ялӑн чи паха ҫӗрӗсене каса-каса илнине те, патша самодержавин милитаристла, вӑрӑ-хурахла политикине те, патшана сирпӗтсе антарнӑ хыҫҫӑн Вӑхӑтлӑх правительствӑ хӳттинче ҫӗрме пуянсем хресченсене ҫаратма пикеннине те, пӗтӗм ӗҫ халӑхӗ ҫав лару-тӑрура революцилле воспитани илсе харам пырсене ҫав тери курайми пулса ҫитнине те писатель витӗмлӗ сӑнланӑ. Революцилле халӑхӑн иксӗлми хӑвачӗ уйрӑмах Савик ҫӗрне ял хресченӗсем хайсемех валеҫсе илнӗ сценӑра курӑнать, Пӑвана пулӑшу шырама таракан ҫӗр улпутне, ӗмӗр тӑршшӗпе халӑха хӑратса пурӑннӑскерне, вӗсем лавӗ-мӗнӗпех каялла тавӑрса килне хуса кӗртеҫҫӗ те хӑйсем сухана васкаҫҫӗ. Хӑйӗн телейӗшӗн кӗрешӗве кар! ҫӗкленнӗ халӑха никам та хӑратаймӗ, ҫӗнтереймӗ — ҫакӑн пек шухӑш. кӗнекен юлашки сыпӑкӗсенче лейтмотив пулса тӑрать. Ленин партийӗн чӑн-чӑн революцилле вӗрентӗвӗпе хавхаланнӑ, Ухик пек большевиксен ҫулӑмлӑ сӑмахӗсене итленӗ ӗҫ ҫыннисем мирпе ҫӗр кӳрекен Совет влаҫӗшӗн контрреволюционерсемпе шуррисене хирӗҫ татӑклӑ ҫапӑҫӑва хутшӑннине роман вӗҫӗнче, «Шуррисем», «Ҫӗрлехи ҫапӑҫу», «Ирӗкре» сыпӑксенче, уйрӑмах уҫӑмлӑ сӑнласа панӑ.

Кронштадтран революци хыҫҫӑн таврӑннӑ Ухик матрос, ял-йыша Савик таврашне хирӗҫ хӑюллӑн тухма чӗнсе, акӑ мӗнле калаҫать: «Ӗлӗк хӑранӑ та, халӗ хӑрамалла мар... Ӗлӗк те хӑрамалла пулман, анчах халӑх хӑйӗн вӑйне чухламан. Халӑх вӑл кирек-хӑҫан та улпутсенчен йышлӑ та, вӑйлӑ та пулнӑ». Ухикӑн ҫак сӑмахӗсем произведенин тӗп идейине лайӑх ӑнланса илме пулӑшаҫҫӗ: революцилле ситуацине пула хӑйӗн телейӗшӗн кӗрешӗве тухнӑ халӑх тӑшмана ҫӗнтеретех, мӗншӗн тесен халӑхран вӑйли нимӗн те ҫук. Роман ҫак оптимизмлӑ шухӑша лайӑх ҫирӗплетсе парать.

«Пӑва ҫулӗ ҫинче» кӗнеке — пирӗн аслӑ ӑрӑвӑн, революци туса Совет влаҫне ҫирӗплетнӗ хастар ҫынсен, ытарайми биографийӗ; ҫав вӑхӑтрах вӑл ревюлюцилле эстафетӑна ҫамрӑккисене те парать. Ахальтен мар роман вӗҫӗнче Ухик матрос Сантӑра «санӑн вӗренес пулать» тесе Хӗрлӗ гвардеецсемпе пӗрле Совет влаҫне тӑшмансенчен хӳтелеме каять. Халь Сантӑрсем пирӗн ҫӗршывра нумай вӗренсе тӗнче тӗлӗнтермелле паттӑр ӗҫсем тӑваҫҫӗ, космосра вӗҫеҫҫӗ, Уйӑхпа куҫа-куҫӑн калаҫаҫҫӗ, Тӑван ҫӗршывра коммунизм тӑвассишӗн тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ. Чӑн та, Болгарири тусӑмӑрсем каларӑшле, ку романӑн малалли пулать-ши тесе ыйтассӑм пур пирӗн те А. Талвиртан. Ҫавӑнпа пӗрлех ӑна ҫирӗп сывлӑх, пултарулӑхӗнче ӑнӑҫлӑх сунса тӑван халӑхшӑн татах та ырми-канми ӗҫлеме хавхалантарас кнлет.

«Пӑва ҫулӗ ҫинче» романа пичетлесе кӑларни Совет влаҫӗ аллӑ ҫул тултарнине уявланӑ тӗле паха парне пулчӗ.

Владимир Абашев,
филологи наукисен кӑндидачӗ.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-05-03 23:04:55 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5783 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем